1950 | Качакан макӑрасси, хӗрӗн куласси. | Качака |
1951 | Качакан сухалӗ вӑрӑм та, ӑсӗ сахал. | Качака |
1952 | Качакана купӑста ҫитмен, пупа прихут ҫитмен. | Качака |
1953 | Качакана купӑста шанса памаҫҫӗ. | Качака |
1954 | Качакана кушак тӗлӗкӗ курӑнмасть. | Качака |
1955 | Качаканӑн ҫӑмӗ тесен ҫӑмӗ ҫук, сӗчӗ тесен сӗчӗ ҫук. | Качака |
1956 | Качакапа салтакӑн пӗр ҫул тет. | Качака |
1957 | Качаки ӑҫта, каҫтаки те унта. | Качака |
1993 | Кашкара кашкӑр катаран курать. | Кашкӑр |
1963 | Кашкӑр акнӑ, улпут тыррине вырса илнӗ. | Кашкӑр |
1964 | Кашкӑр апачӗ — ҫукпа ҫурмалла, тилӗ апачӗ — ҫупа ҫурмалла. | Кашкӑр |
1965 | Кашкӑр выҫӑ пирки вӑрӑ, этем кӑмӑл пирки вӑрӑ. | Кашкӑр |
1966 | Кашкӑр йӑви шӑмӑсӑр пулмасть. | Кашкӑр |
1968 | Кашкӑр картинче качака пурӑнмасть. | Кашкӑр |
1969 | Кашкӑр кашаман, упа утаман. | Кашкӑр |
1970 | Кашкӑр кӑшкӑрать те ҫӑкӑрне шырать. | Кашкӑр |
1967 | Кашкӑр кӗтӗве пыма вӗренсен инкеке кӗтсех тӑр. | Кашкӑр |
1971 | Кашкӑр курсан уксах йыттӑн та ури тӳрленнӗ тет. | Кашкӑр |
1972 | Кашкӑр манӑн кашавар, упа манӑн утаман, тилӗ манӑн сутник, мулкач манӑн теҫетник, русак манӑн сборщик. | Кашкӑр |
1973 | Кашкӑр пӗр йӗрпе чупать теҫҫӗ. | Кашкӑр |
1974 | Кашкӑр пулӑшсан вӑрӑм туна та лашана ӳкерет. | Кашкӑр |
1975 | Кашкӑр сурӑха юратать те, сурӑх кашкӑра юратмасть. | Кашкӑр |
1976 | Кашкӑр ҫӑвар туллин ҫисен те выҫӑ, чӑх пӗрчӗн сӑхсан та тутӑ. | Кашкӑр |
1977 | Кашкӑр ҫӑварӗнчен аш тухман. | Кашкӑр |
1979 | Кашкӑр ҫӑварне лекнӗ сурӑх хӑҫан сывӑ юлни пур. | Кашкӑр |
1978 | Кашкӑр ҫӑварне нимӗн те ҫитес ҫук. | Кашкӑр |
1980 | Кашкӑр ҫӑмне тӑкать те, йӑлине улӑштармасть. | Кашкӑр |
1981 | Кашкӑр ҫуринчен кашкӑрах пулать. | Кашкӑр |
1982 | Кашкӑр ҫурнӑ ӗне катка ҫурӑ сӗт панӑ тет. | Кашкӑр |
1983 | Кашкӑр та мӑнтӑр пулинччӗ, сурӑх та чылай пулинччӗ теҫҫӗ. | Кашкӑр |
1984 | Кашкӑр та сурӑх пулӗччӗ те, вӑрӑм хӳри кансӗрлет. | Кашкӑр |
1985 | Кашкӑр та сурӑхшӑн куҫҫуль юхтарнӑ тет. | Кашкӑр |
1986 | Кашкӑр та тутӑ пултӑр, сурӑх та тӗрӗс пултӑр. | Кашкӑр |
1987 | Кашкӑр тытнӑ сурӑх кашта ҫӳлли пулнӑ тет. | Кашкӑр |
1988 | Кашкӑр укҫасӑрах кӗтӳҫе кӗрӗшет те, килӗшекен ҫук. | Кашкӑр |
1989 | Кашкӑр хӑй ҫурине сурӑх ҫурма вӗрентет, сурӑх хӑй путекне тарма вӗрентет. | Кашкӑр |
1990 | Кашкӑр хӑй шухӑшне йытта пӗлтермест. | Кашкӑр |
1991 | Кашкӑр хӗрхенсе сурӑхӑн хӳрине кӑна хӑварнӑ тет. | Кашкӑр |
1992 | Кашкӑр хӳтерме кашӑк йӑтса чупмаҫҫӗ. | Кашкӑр |
1994 | Кашкӑра каштаран ҫакмасӑр шанма ҫук. | Кашкӑр |
1995 | Кашкӑра пӳрнӗ сурӑха картара та упраймӑн. | Кашкӑр |
1996 | Кашкӑра тем чухлӗ тутлӑ ҫитарсан та вӑл ҫаплах вӑрманалла теҫҫӗ. | Кашкӑр |
1997 | Кашкӑра тытман, тирне сӳнӗ. | Кашкӑр |
1998 | Кашкӑра ури тӑрантарать. | Кашкӑр |
1999 | Кашкӑра хырӑм выҫҫи вӑрмантан хуса кӑларать. | Кашкӑр |
2000 | Кашкӑра чукмар тӗс. | Кашкӑр |
2001 | Кашкӑра шӑлӗ тӑрантарать. | Кашкӑр |
2002 | Кашкӑра юн пултӑр теҫҫӗ. | Кашкӑр |
2003 | Кашкӑрӑн ҫӑварӗ вуниккӗ. | Кашкӑр |
2004 | Кашкӑрӑн та кӗрӗкӗ пур та, хывса илме хӗн. | Кашкӑр |